Юмахри çул çÿрев

Казакова Е.А., воспитатель I квалификационной категории

Юмахри çул çÿрев

 

Мероприятие 3- 4 çулти ачасем валли хатĕрленĕ

Ĕç тĕллевĕ: Дидактика вăййисене усă курса пуплеве ăслас пултарулăха аталантарасси

 

ВĔРЕНТŸ ĔÇНЕ ПĔРЛЕШТЕРНИ: «Пĕлÿ аталанăвĕ», «Илемĕх туйăмĕ аталанăвĕ», «Социаллă-хутшăну аталанăвĕ»

ТĔЛЛЕВĔ: дидактика вăййисене усă курса пуплеве ăслас пултарулăха аталантарасси.

ЗАДАЧĂСЕМ:

ü Пуплевпе усă курма пĕлнине çирĕплетесси, тискер чĕрчунсен çурисене пĕрреллĕ тата нумайлă хисепре усă курма пĕлнине çирĕплетесси; çыхăнуллă пуплевĕн ăслайне аталантарасси; пĕлекен  хайлава палласа илме тата калама пĕлнине, юмах туппине тупма пĕлнине çирĕплетесси.

ü Геометри фигурисен тĕсне тата формине уйăрма тата калама пĕлнине çирĕплетесси (тăваткал, çаврашка, виçкĕтеслĕх).

ü «Йăва» вырăс халăх юмахĕпе кăсăкланас туртăма аталантарасси.

ü  Алă пÿрнисене аталантарасси.

ü  Вырăс халăх пуканипе кăсăкланас туйăма вăйлатасси; ачасене вырăс халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе интересленсе хавхалантарасси; ачасене пĕр-пĕринпе тата аслисемпе хутшăнма хăнахтарасси.

СĂМАХ ЙЫШНЕ АТАЛАНТАРАССИ: шалçă пăрçи, кашкăр çури, кашкăр çурисем, мулкач çури, мулкач çурисем, тилĕ çури, тилĕ çурисем, упа çури, упа çурисем, штамп, пичет.

КИРЛĔ ХАТĔРСЕМ: кавир, геометри фигурисем  (тăваткал – 4 шт., çаврашка – 4 шт., виçкĕтеслĕх – 4 шт.), «Йăва» вырăс халăх юмахĕ валли хатĕрленĕ бибабо пуканесем, «Йăва» вырăс халăх юмахĕ тарăх хатĕрленĕ мнемо çул (мнемодорожка) (ача шучĕпе), вырăс халăх пукани «Кĕрпе пики» («Крупеничка»), хĕрлĕ тата хура шалçă пăрçи, икĕ михĕ, вылямалли пуканесем «Мулкачсем пÿрнескесем» («Зайчики на пальчики») (ача шучĕпе), мольберт (3 шт. ), хĕрлĕ тĕслĕ сăрă, алăсене шăлмалли хут (ача шучĕпе), «хăмла çырли» штамп (ача шучĕпе).

ВĔРЕНŸ ЙĔРКИ:

  1. Вăйă майĕпе сывлăх сунни.
  2. Дидактика вăййи «Саплăк шыраса туп».
  3. Мнемо çулпа ĕçлесси «Йăва» юмахăн пуçламăшне аса ил».
  4. Алă пÿрнисене аталантармалли вăйă «Шалçă пăрçине пуçтар».
  5. Кану саманчĕ «Мулкач ларать пашкаса» ( «Мулкачсем пÿрнескесем» пуканесене усă курса).
  6. Дидактика вăййи «Ку камăн çури?»
  7. Штампсемпе ÿкересси «Упа валли кучченеç»
  8. Вăйă картинче вылямалли вăйă «Çаврака» («Каравай»)
  9. Рефлекси.

 

 

ĔÇ ЮХĂМĔ

  1. Вăйă майĕпе сывлăх сунни.

Воспитатель: Ачасем, пăхăр-ха, паян пирĕн пата хăнасем килнĕ. Вĕсене сывлăх сунар-ха.

Ырă ир, юлташсем!

Ачасем, сире юмахсем килĕшеççĕ-и?(Ачасен хуравĕсем)

Юмахсем асамлă çĕршывра пурăнаççĕ. Эпĕ сире çав асамлă çĕршыва чĕнесшĕн. Унта эпир кавир-самолетпа çитĕпĕр. (Воспитатель кавир-самолета тытать. Кавирĕ вара шăтăклă. Шăтăкĕсем геометри фигурисем евĕр).

  1. Дидактика вăййи «Саплăк шыраса туп».

Воспитатель: Ачасем, пăхăр-ха, кавир шăтăклă. Пирĕн кавире сапламалла. Мана сирĕн пулăшу кирлĕ. Манăн хатĕр саплăксем пур. Вĕсем геометрии фигурисем евĕрлĕ. Çак саплăксене сирĕн тĕрĕс вырăна хурса, кавире саплама тивет.

Айтăр, ĕçе тытăнар. (Ачасем геометрии фигурисене сасăпа каласа, вĕсен тĕсне асăнса саплăксене кавир çине хурса тухаççĕ).

Воспитатель: Маттур, ачасем. Халĕ вара çул çÿреве кайма вăхăт çитрĕ. Пурте пĕрле кавир çине ларăр та, куçсене хупăр, манăн хыççăн асамлă сăмахсене калăр.

Пирĕн кавир пĕлĕтре

Мĕн кĕтет-ши-ха пире?

 Эпир вара юмаха лекĕпĕр.

Мĕнле юмаха лекессине пĕлес тесен вара юмах туппине  тупмалла.

Воспитатель: Ачасем, куçсене уçма пултаратăр. Тупмалли юмаха тимлĕн итлĕр.

Чÿрече çинче выртаймарĕ

Çул тăрăх чупса кайрĕ.

Кам вăл? (Йăва)

Маттур, ачасем, тупсăмне тупрăр.

  1. Мнемо çулпа ĕçлесси «Йăва» юмахăн пуçламăшне аса ил».

Воспитатель: Ачасем, сĕтел хушшине вырнаçса ларăр. Мĕнле лармаллине манса ан кайăр: тÿрĕ ларма тăрăшăр, урасене пĕрлештерĕр. Пăхăр-ха, сĕтел çинче ÿкерчĕксем пур. Вĕсем çине тимлĕ пăхсан, «Йăва» юмахăн пуçламăшне аса илме пулать. Ан васкăр, эпĕ сире пулăшăп.

Пурăннă тет карчăкпа старик. Старик карчăкран ыйтать тет.

-Карчăк, йăва пĕçерсе çитер-ха.

-Мĕнрен пĕçерес-ха? Çăнăх çук.

-Эх, карчăк, кĕлет урайне шăл, пуçтарăнĕ те.

  1. Алă пÿрнисене талантармалли вăйă «»Шалçă пăрçине пуçтар».

Карчăк вара çапла турĕ: шăлчĕ, пуçтарчĕ, астумасăр шалçă пăрçин миххине тăкса ячĕ. Ачасем, айтăр-ха карчăка шалçă пăрçине пуçтарма пулăшăпăр: хĕрлĕ тĕслĕ шалçă пăрçине ак çак миххе, хурине вара ак çак миххе. Асăрхануллăрах пулăр.

Карчăк. Тавтапуç сире, ачасем, кĕлете тирпейленĕшĕн. Халĕ эпĕ йăва пĕçерме хатĕр.

Воспитатель: Карчăк хăймапа чуста çăрчĕ, йăва йăваларĕ, çу çинче ăшаларĕ, чÿрече çине сивĕнме хучĕ. Чÿрече çинче йăван выртас килмерĕ, çул тăрăх кусса кайрĕ.

 Ачасем, йăва кама тĕл пулчĕ? (ачасен хуравĕсем)

Мулкач йăвана мĕн каларĕ? (ачасен хуравĕсем)

Йăва мĕн хуравларĕ? (ачасен хуравĕсем)

Мулкач. Юрĕ, çапла пултăр. Эпе сана çимĕп, анчах та сире манăн юлташсемпе выляма сĕнесшĕн.

Воспитатель: Ачасем, айтăр вĕсемпе выльăпăр.

  1. Кану саманчĕ «Мулкач ларать пашкаса» ( «Мулкачсем пÿрнескесем» пуканесене усă курса).

Мулкач. Сисетĕп, кунта кашкăр килет. Пирĕн часах тарас пулать. Ачасем, пире пытанма пулăшăр-ха.

Воспитатель: Кусса пырать йăва çулпа, ăна хирĕç….(ачасен хуравĕсем)

Тĕрĕс. Кашкăр йăвана мĕн каларĕ? (ачасен хуравĕсем)

Йăва мĕн хуравларĕ? (ачасен хуравĕсем)

Кашкăр. Юрĕ, çимĕп эпĕ сана, эпĕ ырă кашкăр. Анчах манран темшĕн пурте хăраççĕ. Вăрманта чупнă хушăра, пĕтĕм чĕрчунсем манран хăраса хăйсен çурисене çухатса пĕтернĕ. Хамăн çурасене те çухатрăм. Ачасем, çурасене тупма пулăшăпăр-и?

  1. Дидактика вăййи «Ку камăн çури?»

Маттур, ачасем, пулăшрăр çурасене тупма.

Кашкăр. Тавтапуç, ачасем. Пулăшрăр мана çурасене тупма.

Воспитатель:  Йăва малалла куса кайрĕ. Ăна хирĕç….(ачасен хуравĕсем) Тĕрĕс, вăл ачасене мĕн терĕ? (ачасен хуравĕсем). Йăва мĕн хуравларĕ? (ачасен хуравĕсем)

Упа. Эсĕ мана хăмла çырли çитермесен, эпĕ сана çисе яратăп.

Воспитатель: Ачасем, йăвана пулăшăпăр-и? (ачасен хуравĕсем) Хăмла çырли пиçеймен, ăçтан тупăпăр-ши? (ачасен хуравĕсем) Эпĕ сире штампсемпе усă курса хăмла çырли ÿкерме сĕнетĕп.

  1. Штампсемпе ÿкересси «Упа валли кученеç»

Воспитатель: Эпĕ çырласене пуçтарма карçинккасем хатĕрлерĕм. Эпĕ штампа хĕрлĕ тĕслĕ сăрă çине пуçатăп, кайран карçинкка çине пичет лартатăп. Пăхăр-ха, мĕнле хитре çырласем пулаççĕ. Ĕçе пуçăнар, ачасем. Типтерлĕ ĕçлĕр.  Ĕçлесе пĕтерсен, алăсене хутпа шăлăр.

Упа: Тавтапуç сире, ачасем. Савăнтартăр мана. Мĕнле хитре, тутлă çырласем ÿкертĕр. Сывă пулăр.

Воспитатель: Йăва малалла кусса кайрĕ. Ăна хирĕç…(ачасен хуравĕсем)

Тилĕ: Сывă-и, йăва? Мĕнлерех эсĕ лайăхскер. Паян сан çуралнă кун пулнине пĕлтĕм, анчах темшĕн саншăн салам юрри никам та юрламан.

Воспитатель: Ачасем, айтăр-ха тилĕпе пĕрле туслă тăрса йăвана салам юрри юрласа парар.

  1. Вăйă картинче вылямалли вăйă «Çаврака» («Каравай»)

Тилĕ: Тавтапуç, ачасем, савăнтартăр мана. Анчах эпĕ питĕ ывăнтăм.

Йăва: Эпĕ те.

Тилĕ: Кайрăмăр, йăва, эпĕ сана карчăкпа старик патне ăсатса ярăп.

Воспитатель: Ачасем, пирĕн те ача садне таврăнма вăхăт çитрĕ. Шăппăн кавир-самолет патне пырар та, тытăнар, куçсене хупар та вĕçсе каяр.

  1. Рефлекси.
  1. Ачасем, эпир сирĕнпе ăçта пултăмăр?
  2. Карчăка мĕнле пулăшрăмăр?
  3. Çак юмахăн тĕп сăнарĕ кам?
  4. Çул çÿревре кампа тĕл пултăмăр?
  5. Сире ытларах мĕн асра юлчĕ?

  

 

УСĂ КУРНĂ ЛИТЕРАТУРА

1.    Артемьева Т.В. Ачасене шкулччен вĕрентмелли тĕслĕх программи. Пуплеве аталантарасси. Илемлĕ литературăпа паллаштарасси. Вырăс (тăван мар) чĕлхене вĕрентесси /Т.В.Артемьева, С.Г.Михайлова, Н.В.Иванова-Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2015

2.    Гербова В.В. Развитие речи в детском саду: младшая группа – М.: МОЗАИКА-СИНТЕЗ, 2017

3.    От рождения до школы. Основная образовательная программа дошкольного образования /Под ред. Н.Е.Вераксы, Т.С.Комаровой, М.А.Васильевой, 4-е изд., перераб. – М.: МОЗАИКА-СИНТЕЗ, 2016

4.    Никитина А.В. «Нетрадиционные техники рисования в ДОУ. Пособие для воспитателей и родителей». – СПб.: КАРО, 2007г.  

5.    Полянская Т.Б. « Использование метода мнемотехники в обучении рассказыванию детей дошкольного возраста», СПб.2010 г.

6.    Скворцов М.И.. Скворцова А.В. Чувашско-русский и русско-чувашский словарь. – Изд. 3-е, стереотип. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006

7.    Шайдурова Н.В. «Традиционная тряпичная кукла».  Учебно-методическое пособие; Санкт-Петербург; Детство-Пресс,2011 г.