Виçĕ пăхаттир амăшĕ хĕр шырама хатĕр. Ирина ИВАНОВА «Чăваш хĕрарăмĕ» 34 (1109) № 07.09.2019

* Ача чухне такам пулма та ĕмĕтленетпĕр эпир. Летчик, артист, ташăçă, вĕрентекен, тухтăр, полици ĕçченĕ... Кун-çул анлă сукмакĕ çине тухсан хăшĕ хăй палăртнă профессие чăннипех алла илме пултарнă, хăшĕ... Çунатлантаракан ĕмĕте тултарайманни камăн-камăн та, ача садĕнче ĕçлекен воспитательсен кăмăлне хуçаймĕ. Ара, вĕсем шăпăрлансемпе пĕрле тĕрлĕ вăйăра, спектакль-концертра, ытти мероприятире кирек кама та çаврăнма пултараççĕ вĕт! Паян ачасемпе пĕрле юрлаççĕ, ыран юмахри сăнара калăплаççĕ, виçмине çул-йĕр инспекторне евĕрлеме те черет çитĕ. Чăн та, тĕлĕнмелле кăсăк профессие суйланăшăн ăмсанма та пулать пек вĕсене. Анчах ют ачасемшĕн хăвăннисенчен те ытларах яваплăх туйса кашни шăпăрлана чун ăшши парнелесси, вĕсен кăмăл-туйăм тĕнчине шута илсе ÿсĕмпе шайлашуллă аталантарасси кашнинченех «пиçмест». Вăрмар поселокĕнчи «Родничок» ача-пăча сачĕн воспитателĕ Антонина ЮНАТАНОВА вара ачасемпе ĕçлемех çуралнă тейĕн. 2019 çулта республикăри вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен хушшинче иртекен йăлана кĕнĕ ăмăртура ахальтен мар «Çулталăк воспитателĕ» сумлă ята тивĕçрĕ вăл.

— Çамрăк, анчах халех мĕн тери пултаруллă — саламлатпăр çĕнтернĕ ятпа, — тĕл пулсан сăмах пуçартăм Антонина Анатольевнăпа. — Манăн кăна мар, пирĕн ĕç ушкăнĕн «çимĕçĕ» вăл. Пурин тÿпи те пур кунта. Конкурса тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Коллектив тĕрлĕ шайри ăмăртусене тухас умĕн яланах тимлĕ. Эпĕ ирттерекен мероприятисене сÿтсе явнă май кашни вак-тĕвеке тишкереттĕмĕр. Чăн та, ăнăçăва çывхартма хамран килнĕ самант та пулчĕ: кăтартуллă мероприятисенче хумханмарăм. Ачасемпе лăпкăн ĕçлерĕм, çырма ларсан чун тĕпĕнчи сăмахсене шăрçаларăм. Сăмах май, суйлама икĕ тема пачĕç. Эпĕ ачалăх çинчен, вăл хĕвеллĕ Узбекистанра иртни пирки кăсăклă çырса кăтартма тăрăшрăм, — аса илет пысăк çитĕнÿ патне утăмăн-утăмăн çыв харнине ача сачĕн ĕçченĕ.

(Виçĕ пăхаттир амăшĕ хĕр шырама хатĕр. Ирина ИВАНОВА)

Ссылка на первоисточник